Чӑваш Енри чипс туса кӑларакан савут кӑҫал кӗркунне ӗҫлесе каймалла. Ӑна юпа уйӑхӗ валли, Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне, уҫма пултарассине пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Сӑмах май, ку уява юпан иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал 8-мӗшне лекӗ.
Савут Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче вырнаҫӗ. Патшалӑх "Лук-Агро" хуҫалӑха хатӗр-хӗтӗр туянма 30 процент субсиди парать.
Муркаш районӗнче ҫынсем ҫырла ӳстерсе тата ӑна татса укҫа тӑваҫҫӗ. Кун пирки Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑшра ирттернӗ Аграри пӗлӗвӗсен кунӗнче калаҫнӑ.
Муркаш муниципалитет округӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Александр Иванов усламҫӑ ҫырлана 13 гектар ҫинче ӳстерет. Хӑй та пайта курать, ӗҫлеме ӳркенменнисем те аван тупӑш туса илеҫҫӗ. «Ун патӗнче эпӗ пӗлтӗр кунсерен 3-шер пин тенкӗлӗх ҫырла татнӑ», — пӗлтернӗ канашлӑва хутшӑннӑ пӗр хӗрарӑм.
Ҫырла татма ирхи 5 сехетре тухаҫҫӗ, 11 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ.
Муркаш тӑрӑхӗнче улма-ҫырла культурисен лаптӑкӗ 202 гектарпа танлашать. Ку вӑл асӑннӑ культурӑн республикӑри лаптӑкӗнчен 44 процент пулать.
Чӑваш Енре туса илекен йӗтӗн ют ҫӗршыва ӑсанать. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Средняя Волга» агрофирма чикӗ леш енне 40 тонна ытла йӗтӗн ӑсатнӑ.
Республикӑран агропромышленность продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси тӗрлӗ чару саманинче те чакман. 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталта агропромышленность продукцине пирӗн тӑрӑхран 8,7 пин тонна ӑсатнӑ, ку вӑл унчченхи ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 54 процент нумайрах. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ те вӑл пур чухне те тӳрре килесси иккӗленӳллӗ. Хура ӗҫре тар тӑкакансене асӑрхани, вӗсене сума суни вара чӑннипех те савӑнтарать.
Ҫак кунсенче Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи харӑсах икӗ дояркӑна хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Ят-сума тивӗҫнисем — асӑннӑ тӑрӑхри «Красный партизан» коллективлӑ хуҫалӑх тата «Агрофирма Империя» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫченӗсем.
«Красный партизан» колхозри Татьяна Васильева тата «Империя» агрофирмӑри Марина Степанова дояркӑсем «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта "Тутлӑ эрнекун" ярмӑрккӑ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ҫичӗ фермер савутра ӗҫлекенсене тата хула ҫыннисене хӑйсен продукцийӗпе паллаштарнӑ.
Кунашкал ярмӑрккӑсене ҫулталӑк тӑршшӗпех ирттерме пулать. Анчах хӑҫан иртесси пуҫарупа тухакан предприятирен килет. Ярмӑрккӑ унти лапамра иртет-ха та. Йӗркелӳҫӗ суту-илӳ речӗсене хатӗрлесе фермерсене чӗнет.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинче пурӑнакансем ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова хӑйне ыйту панӑ: халӑхран сӗте мӗншӗн йӳнӗпе пухаҫҫӗ?
Министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, предприятисенче сӗт нумай туса илеҫҫӗ, санкцисене пула вара экспорт чакнӑ. Ҫитменнине, халӑх сӗт юр-варӗ сахалрах туянма пуҫланӑ.
Министр выльӑх усракансен субсиди илме май пуррине каланӑ. Анчах кан валли хӑй тӗллӗн пек регистрациленмелле. Министр унашкаллисене техника, ӗне туянма патшалӑх пулӑшнине палӑртрӑ.
Чӑваш Енре туса илекен выльӑх-чӗрлӗх продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасшӑн.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн тӑрӑхри виҫӗ предприяти хӑйӗн продукцине ют ҫӗршывсене ӑсатма ветеринарипе санитари енчен тӗрӗслеме ыйтнӑ. Вӗсенчен пӗри сӗт-ҫу таварне туса илет, тепри выльӑх-чӗрлӗх апатне хушма апатпа пуянлатакан продукци туса кӑларать, виҫҫӗмӗшӗ — органика удобренийӗ.
Россельознадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫав продукцие Узбекистана, Таджикистана, Азербайджана, Абхазие, Тайван (Китай) тата Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсене ӑсатма юрӑхлине палӑртнӑ.
АКА | 10 |
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсем ҫуракине тухнӑ. Ҫак ӗҫе республикӑмӑрӑн кӑнтӑр енчи районӗсенче пурӑнакансем ыттисенчен маларах кӳлӗнеҫҫӗ.
Паянхи кун илсен уй-хирте Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка тата Пӑрачкав муниципалитет тӑрӑхӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхри аграрисем ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 3007 гектар ҫинче акнӑ, рапса — 10 гектар.
Ҫуракине ирттерме хуҫалӑхсен вӑрлӑх ҫителӗклӗ. Кондициллӗ вӑрлӑха кирлинчен 96 процент чухлӗ хатӗрленӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче агромаркет тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ун пекки Раҫҫейре хальлӗхе ҫук-ха.
Видеоконференцҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ канашлӑва республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ертсе пынӑ.
Хӑйсен сӗнӗвӗсемпе «Земский групп», «Архитектурное бюро А4», «Market concept», «Северконцепт» тулли мар яваплӑ обществӑсем тата ыттисем паллаштарнӑ.
Агромаркета кӑҫал уҫасшӑн. Унта вырӑнти производительсем туса илекен ял хуҫалӑх продукцине сутма палӑртаҫҫӗ.
Пилӗк ҫул хупӑнса ларнӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» предприятин птичникӗсем чӗпсемпе ҫӗнӗрен тулнӑ. Ӗҫе фабрикӑн ҫӗнӗ хуҫи — «ВДС» тулли мар яваплӑ общество — йӗркеленӗ. Вӑл предприятин унчченхи ятне, «Чӑваш бройлерӗ» бренда, упраса хӑварнӑ.
Предприятин ӗҫне ҫӗнӗрен пуҫарса ярас тата производство хӑватне ӳстерес ыйтӑва республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Раҫҫей сенаторӗпе Николай Владимировпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Малтанхи 50,5 пин чӗпе птичниксене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче янӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра йыш тепӗр 123 пин пуҫ хушӑнмалла.
Предприятире хальлӗхе 36 ҫын ӗҫлет. Вӗсем — фабрикӑра унччен тӑрӑшнисемех. Чӑх-чӗп йышне ӳстерсе пынӑ май ҫулталӑк вӗҫне штата 100 ҫынна ҫитересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |